Ял хуҫалӑхӗ
Республикӑри чылай хуҫалӑхри евӗрех Елчӗк районӗнчи «АСК – Яльчики» тулли мар яваплӑ общество ӗҫченӗсем те хирти тыр-пула тӑкаксӑр пухса кӗртессишӗн ҫине тӑраҫҫӗ. Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, кунти хуҫалӑхра кӗрхи тулла 300 га ҫапса тӗшӗлемелле. Вырмара «Дон-1300», «ACROS-530», «Палессе-12» комбайнсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене опытлӑ комбайнерсем: Г. Парамонов, В. Яшин, А. Пудовкин, В. Сидоров, Г. Лазерев — йӗркеллӗ тытса пыраҫҫӗ. Кӗрхи тулӑ гектартан вӑтамран 30 ытла центнер тухать. Ҫапса тӗшӗленӗ тыр-пула Г. Егоров, А. Можаев, В. Савинов, А. Мартынов, С. Павлов водительсем вӑхӑтра турттараҫҫӗ. Кӗрхисен лаптӑкӗсем пушанса пынӑ май сухаласах пыраҫҫӗ. Кунта В. Григорьев тракторист пысӑк хастарлӑх кӑтартнине пӗлтереҫҫӗ. Йӗтем ҫинче те ҫак кунсенче ӗҫ шавӗ лӑпланмасть. Тӗш-тырӑ аласа тасатса кӗртекенсем агрегатсене чӑрмавсӑр ӗҫлеттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Республикӑри 17 районта кӗрхи тыр-пула пухма тухнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи малтан вырмана кӑнтӑр енчи районсем тухаҫҫӗ. Кӑҫал вара Ҫӗрпӳ районӗ уй-хире чи малтан тухнӑ. Андрей Хорошавин фермер хуҫалӑхӗнче акмалли лаптӑка ҫулсерен пысӑклатса пыраҫҫӗ. 3800 гектара ҫӗр ҫине тулӑпа ыраш ҫеҫ мар, рапс, йӗтӗн, горчица, хура тул, пӑрҫа, ясмӑк та акнӑ. Йӑлтах хӗвеланӑҫри ҫӗршывсене ӑсатаҫҫӗ вӗсем. Фермер Турципе те ҫыхӑну йӗркелесшӗн. Хуҫалӑхра тулла республикӑри вӑтам кӑтартуран ытларах пухса илеҫҫӗ. 1 гектартан 30 центнертан кая мар выраҫҫӗ вӗсем. Комбайн пучахсене ҫеҫ вырать, туни хӗл каҫма юлать. Ҫапла ҫӗре тутлӑлантарасшӑн. Ҫӗрпӳ районӗнчи 6 хуҫалӑх вырмана тухнӑ. Хальлӗхе 380 гектар ҫинчен пухса кӗртнӗ, 930 тонна тырӑ ҫапнӑ. Ҫанталӑк парсан вӗсем икӗ эрнере ӗҫе вӗҫлесшӗн. Хальлӗхе республикӑра 2 пин ытла гектар ҫинчен тыр-пул пухса кӗртнӗ. Вӑтамран 1 гектартан 27 центнер туса илеҫҫӗ. Чи пысӑк кӑтарту хальлӗхе Патӑрьел районӗнче. Вӗсем 1 гектартан 44 центнер тырӑ туса илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫаксем тепрер уйӑхран ӗҫсӗр тӑрса юлӗҫ Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчи лару-тӑру пирки эпир пӗлтерсех тӑтӑмӑр. Панкрута тухасси патне ҫитернӗскерӗн шӑпине утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче республикӑн Арбитраж сучӗ пӑхса тухӗ. Хальлӗхе предприятирен 152 ҫынна кӑларса ярасси пирки пӗлтернӗ. Тепӗр икӗ уйӑхран вӗсем ӗҫсӗррисен ретне пуянлатӗҫ. Ӗнер хапрӑкра Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центртан, район администрацийӗнчен, республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министерствинчен пынисем «ӗнерхи ӗҫчен» ята кӗҫех тивӗҫмеллисемпе тӗл пулнӑ. Тӳре-шарапа пӗрле Шупашкар районӗнчи Лапсарти «Юрма» кайӑк-кӗшӗк предприятийӗнчи специалист та ҫитнӗ. «Чӑваш бройлерӗнче» ӗҫсӗр юлакансенчен пӗр пайӗ Лапсарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче вырӑн тупайрассине пӗлтернӗ. Анчах унти вакансисем 152 ҫын валлиех ҫитмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
«Чӑваш бройлерӗ» хапрӑкӑн акцийӗсене ҫывӑх вӑхӑтра сутмалла Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) акционерсен обществинчи лару-тӑру унта ӗҫлекенсене хытах пӑшӑрхантарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче республикӑн Арбитраж сучӗ хапрӑка панкрута кӑларма ыйтса ҫырнӑ предприятисен тавӑҫне пӑхса тухӗ. Паянхи кун унта ӗҫлекенсене пӗрин хыҫҫӑн теприне тепӗр икӗ уйӑхран, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен, штата чакарнине кура хӑтарасси пирки хутсем тыттараҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Чӑваш бройлерӗн» акцийӗсене сутлӑха кӑлармалла. Кун пирки Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Республика паянхи куна хапрӑкӑн 49 процент акцине тытса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
«Чӑваш бройлерӗнче» бройлерсем иртнӗ вӑхӑтра юлӗҫ-ши? Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчи йывӑр лару-тӑру пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, унти бройлерсене, ҫав шутра ӳссе ҫитменнисене те, йӑлтах аша ярса пӗтернӗ, чӗпписене ҫине тӑрсах йӳнӗпе сутнӑ. «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществинчи лару-тӑру пирки хапрӑкра директорӑн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Евгений Петров ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн кӑсӑклӑ самантсене уҫӑмлатнӑ. «Справедливая Россия» хаҫата вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, бройлер производстви чарӑнса ларнин тӗп сӑлтавӗ — патшалӑх ведомствисем предприятин расчет счетне инкассаци енчен чару хуни. «Чӑх-чӗпе апатлантарма май ҫуккине кура пирӗн ӑна кӑлпасси тума яма тиврӗ», — тенӗ вӑл. Ҫав ҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хапрӑкӑн менеджменчӗ акционер обществин хуҫисенчен: Чӑваш Ен правительствинчен тата РФ Патшалӑх Думин депутатӗнчен Александр Четвериковран — пулӑшма ыйтнӑ. Анчах никам та пулӑшман имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Сцена ҫинче — ҫӗнтерӳҫӗ сухаҫӑсем те Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнче Уй-хир кунӗ ирттернӗ чух сухаҫӑсен конкурсӗсене те йӗркеленӗ. Унта тупӑшнисен ӗҫ кӑтартӑвне тишкернӗ тӑрӑх чи пултаруллӑ та маттур сухаҫӑсем Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ тата Елчӗк районӗсенче пурӑнни палӑрнӑ. Ку вӑл, паллах, ытти тӑрӑхра тӑрӑшуллисем ҫуккине пӗлтермест. Сӑмахӗ конкурсҫӑсем пирки ҫеҫ. Пӗрремӗш вырӑна Йӗпреҫ районӗнчи В.О. Корниловӑн фермер хуҫалӑхӗнчи Василий Корнилов ҫӗнсе илнӗ. Хушамачӗ те, ячӗпе ашшӗ ячӗ те пӗр килнӗрен фермер хӑех руль умне ларман-ши ыйту ҫуралать. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳ районӗнчи «ВДС» тулли мар яваплӑ обществӑри Изосим Романов йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗшӗнче — Елчӗк районӗнчи «Сатурн» кооперативри Владимир Кукурузов. Вӗсем пурте йӗркеллӗ сухаланипе, агротехника йӗркине пӑхӑннипе палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
"Чувашский бройлер" предприяти кӗҫех пӗр чӑхсӑр юлма пултарать Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) акционерсен обществинчи лару-тӑру унта ӗҫлекенсене хытах пӑшӑрхантарать. Унта тӑрӑшнисенчен пӗр пайӗ ӗҫрен хӑй ирӗкӗпе хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ та ӗнтӗ. Пӗлнӗ-илтнӗ тӑрӑх, ыттисене те ҫапла тума сӗнеҫҫӗ. Янӑраса та кӗрлесе тӑнӑ, предприяти ячӗ хӑех бренд пулса тӑнӑ хапрӑк кайӑк-кӗшӗк валли апат туяннишӗн кӑна 90 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ. Ҫутӑшӑн та парӑм пӗчӗк мар. Унран парӑма шыраса илес тесе харӑсах темиҫе предприяти республикӑн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ, вӗсем хапрӑка панкрута кӑларма ыйтнӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн правительствин ӗнерхи ларӑвӗнче унти «Чӑваш бройлерӗнчи» лару-тӑрӑва та хускатнӑ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, предприятире 546 ҫын тӑрӑшать, вӗсенчен 36-шне штата чакарасси пирки хут тыттарнӑ. Ӗҫсӗр юлас хӑрушлӑх ытти ӗҫчене те шиклентерет. Михаил Игнатьев Элтепер ҫынсене урамра хӑвармалла мар тесе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Сиссе те юлаймӑпӑр — пахча-ҫимӗҫ, тыр-пул пухса кӗртмелли тапхӑр пуҫланӗ. Кӑҫал ял хуҫалӑхӗ мӗнпе савӑнтарӗ пире? Мӗнле кӑтартусем патне талпӑнаҫҫӗ уй-хирте тӑрӑшакансем? Кӑҫал аграри 580 пин тонна ытла тырӑ пухса кӗртме палӑртнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 4 процент ытларах. Кӑҫал тырӑ нумайрах та акнӑ. Ҫӗрулмине вара фермерсемпе харпӑр хуҫалӑх пуҫлӑхӗсем сахалрах лартнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви тухӑҫлӑх ҫавӑн чухлех пуласса шанать. Кӑҫал пер гектартан 210 центнер пухма палӑртнӑ. Аграри сӗт суса илессине те ӳстерме палӑртнӑ. Аш-какай туса илесси вара ҫав шайрах юлӗ. Сӑлтавӗ — «Чӑвашбройлер» тата «Акашево» сахалрах тупӑш тунинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫӗрпӳ районӗнче «Уй кунӗ» техника куравӗ вӗҫленнӗ. Ҫулсерен иртекен канашлура ҫӗршывра кӑларнӑ ҫӗнӗ ял хуҫалӑх техникипе паллашма май пулнӑ. Курава 6 регионти 29 пысӑк поставщик килнӗ. Ку вӗсене ҫӗнӗ техникӑна аграрие кӑтартма май парать. «Ростсельмаш» компанин композицийӗ ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑ. Чӑваш Енри официаллӑ дилер компанийӗ курава 10 техника ытла илсе килнӗ. Тыр-пул пуҫтармалли тата тракторсем импорта улӑштараҫҫӗ. Техника паркӗ ҫулсерен ҫӗнелет. Хӑш-пӗр техника куравра тӳрех хуҫине тупнӑ. Акӑ «Воддорстройӑн» «Ростсельмашӑн» 6 комбайнӗ пур. Тыр-пул таса тухать, нӳррине те ҫапать. ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев аграрисене Европа санкцисем йышӑннипе усӑ курса юлма сӗннӗ. Санкцисем ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗччен пулӗҫ. Унччен аграрисен вырӑнти продукцие Раҫҫейӗпе кӑна мар, ытти ҫӗршыва та ӑсатма тӑрӑшмалла. Ку вӗсене ытларах аталанма май туса парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ял хуҫалӑх ҫыравӗ пуҫланнӑ. Вӑл 1 уйӑх ҫурӑ тӑсӑлӗ. Ҫырав пур регионта та иртӗ. Ҫапла майпа пирӗн ял хуҫалӑхӗ мӗнле шайра пулнине палӑртӗҫ. Ҫырава харпӑр ҫынсене, ҫӗр арендаторӗсене хутшӑнтарӗҫ. Ҫыравҫӑсене ҫӗр лаптӑкӗ, унпа мӗнле усӑ курни, выльӑх, кайӑк-кӗшӗк шучӗ, ял хуҫалӑх продукцине мӗн чухлӗ туса илни кӑсӑклантарӗ. 2006 ҫулхипе танлаштарсан, кӑҫалхи ҫырава ҫӗнӗ ыйтусем кӗртнӗ. Ҫыравҫӑсене кредит илнипе илменни те интереслентерӗ. Ҫырав вӑхӑтӗнче илнӗ сведенисем конфедициаллӑ пулӗҫ. Вӗсене никама та пӗлтермӗҫ. Ҫыравҫӑсене Росстатӑн символикине ӳкернӗ ҫурӑм ӑшши, кепке, портфель тӑрӑх пӗлме май пур. Паспорт ыйтма та пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |